Ял пурнӑҫӗ
![]() chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре тӗрлӗ ялта ял кунӗсем иртеҫҫӗ. Нумаях пулмасть Етӗрне тӑрӑхӗнчи Анат Явӑшра та иртнӗ. Унта пухӑннисем чи малтан Анат Явӑш ялӗн ҫӑви ҫинче пуҫтарӑннӑ. Унта Чӑваш наци конгресне 16 ҫул ертсе пынӑ Геннадий Архипов вил тӑприйӗ ҫине чечек хунӑ. Унтан уяв ялти ятарлӑ лапамра иртнӗ. Асӑннӑ тӑрӑхра ҫуралса ӳссе тӗрлӗ тӑрӑха сапаланнӑ ентешсем те пырса ҫитнӗ. Чӑваш эстрада юрӑҫисем, Куславккапа Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хаваслӑ юрӑ-ташӑпа, мыскарасемпе савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ скриншот Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗ 400 ҫулхине уявланӑ. «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, Пучинке аталансах пырать. Вӑл тӑрӑхра ял хуҫалӑхӗ те ура ҫинче ҫирӗп тӑрать. Вырӑнти «Красный партизан» хуҫалӑхра 100-е яхӑн ҫын тӑрӑшать. Унта 1000 пуҫ ӗне тытаҫҫӗ, сӗт-ҫу, аш-какай тата тырпул туса илеҫҫӗ. Ял уявне вара унтисем 2017-мӗш ҫултан пуҫласа палӑртма тытӑннӑ. Хальхинче ял-йыш вӑйӑ картине тӑнӑ, вырӑнти «Юхӑм» фольклор ушкӑнӗ, хӗрарӑмсен «Туслӑх» ансамблӗ, Пучинке шкулӗнче вӗренекенсем, Энтриелтен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем куракансене юрӑ-ташӑ парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Вӑрмар районӗнчи Ямпай ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Ӑна "Клуб йышши муниципалитет учрежденийӗсен строительстви тата модернизацийӗ" республикӑри ҫумпрограмма пулӑшнипе хута янӑ. "Халӗ ку тата ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансен пултарулӑхне аталантарма май пулӗ. Кунта условисем хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑраҫҫӗ, аппаратура лайӑх, зал хӑтлӑ. Вӑхӑта туслӑ, усӑллӑ ирттерме пулать", - тенӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() t.me/nikamran каналти видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Аслӑ Арапуҫӗнче «Ял хапхи» стела уҫнӑ. Ӑна вырӑнтисем нимелле туса лартнӑ тесен те йӑнӑш мар. Стелӑна уҫма Патӑрьел округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов тата муниципалитетӑн Первомайскинчи пайӗн ертӳҫи Анатолий Сорокин, Аслӑ Арапуҫ ялӗнчи чиркӳ настоятелӗ Сергий атте тата ытти хӑна пырса ҫитнӗ. Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта хыпарланӑ тӑрӑх, Рудольф Селиванов стелӑна тӑвас ӗҫе никӗсӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитиччен йӗркелесе пынисене тата ҫав ӗҫе хастар хутшӑннӑ ял халӑхне тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Видео скринӗ Ӗнер Красноармейски районӗнче тухтӑрсем пациента васкавлӑ медпулӑшу машини патне урапапа тӗксе тухнӑ. Кун пирки «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Красноармейское – Трак Ен» ушкӑнра пӗлтернӗ. Ку Кӑлава Шетмӗ ялӗнче пулнӑ. Ҫак ялти пӗр урама Шетмӗ юханшывӗ уйӑрать. Ун урлӑ йывӑҫ кӗпер сарнӑ. Анчах ҫырмана анса хӑпарма хытӑ сийлӗ ҫул ҫук. Тракторсем, паллах, лачакара та анса хӑпараяҫҫӗ. Анчах васкавлӑ медпулӑшу машини пылчӑка пула унта кайман. Тӗнче тетелӗнче вара кӗпер юсавсӑр тесе сӑмах сарӑлнӑ. Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ертӳлӗхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех ку кӗпере пуҫарупа пухнӑ укҫа программипе юсамалла. Документсене хатӗрлесе ҫитернӗ, ҫывӑх вӑхӑтра вӗсене Ял хуҫалӑх министерствине ҫитермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи (халӗ округ теме пуҫларӗҫ-ха) Лапсар ял тӑрӑхне кӗрекен Ҫатракасси ялӗнче пурӑнакансене ӗҫмелли шыв ыйтӑвӗ чылайранпа пӑшӑрхантарнӑ. Таса шыва ял ҫыннисем хуларан канистрӑпа турттарса пурӑннӑ, пахча шӑварма вара ҫӑлкуҫ алтнӑ. Анчах унти шыв акшарлӑ пулнӑ. Яла йӗркеллӗ шывпа тивӗҫтерес тесе 2013 ҫулта проект хатӗрленӗ-ха, анчах унтанпа вӑл кивелнӗ. 2019 ҫулта проекта ҫӗнетес ыйтупа тепӗр хутчен ҫине тӑма тивнӗ. Вырӑнти хастарсем ҫине тӑнипе ҫав ӗҫе вӗҫлеме май килнӗ. Халӗ 460 ҫурта шывпа тивӗҫтерес ыйту вӗҫленсе пырать. Кун пирки ялти хастар хӗрарӑмсенчен пӗри Алина Малова каласа кӑтартнӑ. Укҫа-тенкӗ енӗпе республика хыснинчен пулӑшмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() cap.ru сайтри сӑн Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Яманкасси ялӗнче ҫуралнӑ Олег Миронов Шупашкарта пурӑнать. Анчах тӑван ялӗ пирки вӑл манмасть, уншӑн пӑшӑрханать. Нумаях пулмасть Яманкассинче пӗвене тасатнӑ. Кун валли 313800 тенкӗ кирлӗ пулнӑ. 251 пин тенки – республика хыснинчен, 15700 тенки – вырӑнти хыснаран. 47 пин те 100 тенкине вара Олег хӑйӗн кӗсйинчен кӑларнӑ. Ку укҫапа подрядчике тытнӑ. Лешӗ пӗве тӗпне юшкӑнран тасатнӑ, ҫыран хӗррине йӗркене кӗртнӗ. Халӗ Яманкассисен таса та хӑтлӑ пӗве пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Патӑрьел районӗнчи Ҫӑл Атӑк ялӗнче кӗпер ишӗлме пуҫланӑ. Тӳре-шара кун пирки 2 ҫул каяллах пӗлнӗ, анчах пӑр вырӑнтан хускалман. Ҫынсем кӗпер пирки халӑх тетелне ҫырса хунӑ. Кун хыҫҫӑн ӗҫ кӑштах хускалнӑ - тӳре-шара вырӑна ҫитнӗ. Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем те, ПАИ инспекторӗсем те пулнӑ. Вӗсем ҫулӑн пӗр пайне пӳлме, бетон блок хума йышӑннӑ. Тунтикун татах килме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() "Контактри" сӑн Ейӳ вӑхӑтӗнче Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ялӗнче пӗртен-пӗр кӗпер арканнӑ. Ҫавна май ҫынсем ял масарӗ ҫине каяймаҫҫӗ, Янӑш ялне ҫитсе килеймеҫҫӗ, "Новый путь" ЯХПК уй-хирне каҫаймаҫҫӗ. Ӗнер ялти хастарсем арканнӑ кӗпер патне ҫитсе курнӑ. "Республикӑра ку инкек пирки илтмен ахӑртнех. Халӑх пулӑшасса кӗтет", - тенӗ хастарсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() t.me/Chuv_today сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрмар районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын хӑй аллипе трактор ӑсталанӑ. Пысӑк Енкассинчи Анатолий Васильев ылтӑн алӑллӑ. Вӑл пӗрремӗш трактора ултӑ ҫул каяллах пухса хатӗрленӗ. Ӑна ун чухне МАСО ят панӑ. Ку вӑл мӑшӑрӗн, хӑйӗн тата ачисен ячӗсенчи пуҫламӑш саспаллисенчен тӑрать. Нумаях пулмасть ӑста трактора ҫӗнетнӗ. «Шутран кӑларнӑ кивӗ «Ока» машина туянтӑм. Килте «Волга» автомобилӗн хӑш-пӗр саппас пайӗ пурччӗ, ҫӗнӗрен кивӗ ытти деталь илтӗм. Йӑлтах сӳтсе ҫӑмхаларӑм, тасатрӑм, тӗпрен юсарӑм…», — каласа кӑтартнӑ арҫын. Ял ҫыннине трактор питех те кирлӗ: сухалама тӑрсан та, акана тухсан та, культивацилеме те, юр тасатма та... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Будниченко Лариса Александровна, вырӑс чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Кӗҫӗнни Григорий Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |